Ку эрнере кулленхи ӗçсене урăхларах йӗркелеме тивет.
Çак кунсенче çăлтăрсем канлӗн пурăнакансене кăшт теветкелленсе халиччен туман ӗçсене пуçăнма хушаççӗ. Укçа-тенкӗ ыйтӑвӗсене эрнекунччен татса парсан аванрах, каярах пӗчӗк чăрмавсем тухаççӗ.
ТАКА 21.III – 20.IV
Ытларикун пулӑшу ыйтаканпа паллашни малашлăхăршăн лайăх. Кӗçнерникун халичченхи пек ӗçлесен плансене пурнăçлама çуккине ăнланса çӗнӗлле ӗçлеме пуçлатăр. Эрне тӑсӑлакан укçа-тенкӗ тавлашӑвне ӑнсӑртран тупнӑ çыру татса парать.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Тунтикунхи шăнкăрав çитес кунсенчи планӑрсене улӑштарать. Юнкун сире наставник пулма сӗнӗç, малтанах хирӗçлесшӗн пулсан та, ку сире усӑ кӳрессе ăнланса илетӗр. Пысăк япала туянассине ырантан ырана хăварса пыни тăруках йӳнелет е пуянрах комплектпа килет.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Тунтикун илтнӗ хыпар эрнене шутласа хунă ӗçсене йăлт улăштарать. Юнкун сире вăрттăнлăхсем каласа парӗç, чăнах çапла-ши, тӗрӗслӗр. Çухатнă япала эрне вӗçӗнче тупăнать – куç умнех хунă иккен ăна.
РАК 22.VI – 22.VII
Хут ӗçӗпе ӗçлекенсем йăнăш асăрхани ытларикун пысӑк çухатусенчен хӑтарать. Юнкун киле панă ӗç сирӗншӗн хаклӑ япалапа тан пулать. Кӗçнерникун тахçантанпа интересленекен ӗçпе çыхăннă ваканси е хушма ӗç сӗнӗç.
АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII
Тунтикун çын йӑнӑшне асăрхаса хăвăрт тӳрлетме тивет. Сирӗн ӗçӗре кирлӗ çынсем асăрхӗç. Юнкун командировкăна каяссине пӗлтерни сире хаваслантарӗ. Халиччен юрăхсăр текен проект ăнăçлă пулассине кӗçнерникун ăнланса илетӗр.
ХӖР 23.VIII – 22.IX
Ытларикун ирхине тахçантанпа канăçсăрлантаракан ыйтăва татса пани çăмăллăх кӳрет. Юнкун нумайранпа парăмне татайман çын ӗçпе тавăрса пама сӗнӗ, ку парăм укçинчен те хаклăрах ларӗ.
ТАРАСА 23.IX – 23.X
Ытларикун эсир кулянса шутлама та пăрахнă япала таврăнать. Эрне варринче сире пӗр çын питӗ илӗртӳллӗ сӗнӳ парать, иккӗленсе вăхăтăра ан ирттерӗр, йышăнăр. Эрнекун закон улшăнни сире алла май.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Тунтикунхи хыпар нумай пулмасть тунă килӗшӳсене тепре пăхса тухма хушать. Юнкун илекен хыпартан юлташӑр е ӗçтешӗр хăйне мӗншӗн урăхларах тыткаланине ăнланатăр. Банк айӑпне пула сирӗн пата вăхăтра çитмен укçа-тенке кӗçнерникун илетӗр.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Ытларикун ют çӗршывран е урӑх хуларан сирӗнпе интересленӗç, ӑнӑçу пулатех. Юнкун закона пăхăнсах бюрократи чӑрмавӗсенчен иртме май пулать. Кӗçнерникун шӑнкӑравсем, çырусем, тӗлпулусем нумай пулаççӗ, пӗлтерӗшлӗреххи çинчен ан манăр, çырсах хурăр.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Эсир çухалнă тесе пурăнакан документа тунтикун сӗтел ещӗкӗнчех тупатăр. Кӗçнерникун вăхăтлăха пуçлăх вырăнне йышăнатăр. Эрнекун парăмсен ыйтăвӗ хупăнать, тинех ирӗклӗн сывласа яратăр.
ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II
Ытларикун юлташăр пӗр обществӑлла проекта хутшăнма йыхăрать. Ан хирӗçлӗр, сирӗн идейăсене питӗ çӳле хурса хаклӗç унта. Юнкун хобби тупăш кӳме пуçлать, анчах унпа çынсене тӗрӗс паллаштармалла. Кӗçнерникун парольсене, аккаунтсене тепӗр хут тӗрӗслемелле.
ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III
Сирӗн пултарулăх ӗçне пӗлӗшӗрсенчен пӗри туянасшăн пулнине ытларикун пӗлтерӗç. Юнкун кун йӗрки пӑтранса кайнипе пулса иртнӗ тӗлпулăва шăпа пӳрни килсе тухать. Сире пӑшӑрхантаракан сас-хура суя пулнине кӗçнерникун пӗлетӗр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев