Эрнелӗх гороскоп 4.02 – 10.02
Шывтăкансене çăлтăрсем юратнă çын парне тăвасса систереççӗ.
Така 21.III – 20.IV
Ку эрнере плансене активлă пурнăçа кӗртме тытăнатăр. Тахçанах канăçсăрлантаракан ыйту çине кӗтмен хурав тупатăр, интереслӗ идейăсем çуралӗç. Юрату хутшăнăвӗсене йӗркелеме ăнăçлă тапхăр. Пӗчченнисем пӗрлешме сӗнӳ илӗç.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Эсир ывăннă пулмалла. Начар эмоцисенчен пăрăнăр, ӗçри нагрузкăна чакарăр. Тӗрӗс апатланма, ытларах çывăрма тата уçăлса çӳреме тăрăшăр. Укçа-тенкӗре перекетлӗр, шанса тăнă тупăша илмессе те пултаратăр. Инçетрен ырă хыпар çитӗ.
ЙӖКӖРЕШсем 21.V – 21.VI
Çывăх çынсенчен, пӗрле ӗçлекенсенчен ытлашши ан ыйтăр. Хăвăр ӗçӗрсене те ыттисем çине ан тийӗр. Проблемăсемпе ыйтусене хăвăрсăр пуçне пурпӗрех никам та татса параймӗ. Харпăр пурнăçра йăлт лайăх йӗркеленсе пырать, юратнă çын алă çинче йăтса çӳреме хатӗр.
Рак 22.VI – 22.VII
Ку эрнере хăвăра мӗн кирлине лайăх ăнланса малашлăха плансем тумалла, харпăр туйăмсене шута илмелле. Тăвансемпе юлташсене пулăшма тăрăшăр, ӗçпе мар пулсан, сăмахпа та пулин. Ырри хăвăр патах таврăнӗ. Ӗçре пысăк улшăнусем пулма пултараççӗ.
АрĂСЛан 23.VII – 23.VIII
Финанс ыйтăвӗсенче асăрхануллă та тимлӗ пулăр, çăмăл укçа ӗçлесе илме сӗнекенсене ан шанăр. Пӗчченнисене шăпа интереслӗ парне тăвӗ. Çӗнӗ паллашу пысăк юратăва куçма пултарать.
ХӖр 24.VIII – 23. IX
Сирӗн тавра интереслӗ идейăпа сӗнӳсемлӗ çынсем пуçтарăнаççӗ. Вӗсем пулăшнипе хăвăршăн халиччен хупă пулнă пурнăç енӗсемпе паллашатăр. Тӗлпулусемпе ӗçлӗ калаçусем, документсемпе çыхăннă ӗçсем ăнаççӗ. Пӗлӗшсемпе юлташсем, юратнă çын пулăшнипе хăш-пӗр проблемăсене татса паратăр.
ТАраса 24.IX – 23.X
Вăй-халăра упрăр, стреслă лару-тăрусенчен пăрăнса çӳрӗр. Кăмăл çемçе пулнипе хăвăрт çилленме, тарăхма пултаратăр. Вак-тӗвек те сире ураран ӳкерме пултарӗ. Савăнăç кӳрекен ӗçсемпе аппаланма тăрăшăр. Ку эрне вӗренекенсемшӗн ăнăçлă пулать, экзаменсене аван паратăр.
Скорпион 24.X – 22.XI
Ку эрнере пысăк плансем ан тăвăр, ӗç хăй еккипе пытăр. Кирлӗ çынпа калаçса татăлма май пулмасан, тӗлпулăва çитес эрнене хăварăр. Сывлăхăра упрăр, ӗçри нагрузкăна чакарăр. Юратнă çын кӗтмен сюрприз тăвӗ.
УхĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Ку эрнере ӗçтешсемпе пӗлӗшсен пулăшăвӗсӗр май килмӗ. Ӗçлӗ калаçусем, пуçарнă проектсем ăнăçлă пулӗç. Витӗмлӗ çынсемпе паллашма май пулӗ. Харпăр пурнăçра та йăлтах аван. Хăш-пӗрин çӗнӗ юрату пуçланӗ.
Ту качаки 22.XII – 20.I
Профессипе çыхăннă ӗçсемшӗн аван вăхăт. Сделкăсем çирӗплетме, ӗçлӗ калаçусем йӗркелеме пултаратăр. Сирӗн хуть мӗн тума та ирӗк пур, паллах, йӗрке шайӗнче. Çӗнӗ проектсемпе ӗçлеме те пӗлӳ çителӗклӗ. Юратнă çынпа хутшăнусене сӳтсе ан явăр, тӗрӗслӗх сирӗн енче мар, хăвăра сăтăр ан тăвăр.
ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Вăй-хал ку эрнере тапса тăрать, пур ӗçре те пысăк кăтартусем тăваятăр. Кам-тăр, мӗн-тӗр шантарнине питех ан ӗненӗр. Юратнă çын интереслӗ сӗнӳ тăвӗ, парнепе савăнтарӗ. Пӗчченнисем малашлăхлă хутшăнусем йӗркелеме пултараççӗ.
ПулĂсем 21.II – 20.III
Ӗçри чылай ыйтăва хăвăр тӗллӗн татса пама тивӗ. Ан вӗриленӗр, йышăнусене васкамасăр тăвăр. Хуть мӗнле проблемăна та татса пама, ӗçе вăхăтлă тума пултаратăр. Хаклă япаласем туянса укçăра ан пӗтерӗр. Юлташсем интереслӗ сӗнӳпе килсе çитӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев