Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗпелте

Кулич

Сӗте ăшăтмалла, услам çăва ирӗлтермелле. Çӗпрене сӗт çине ярса ирӗлтермелле.

Çăмартапа сахăр песокне лăкамалла. Ингредиентсене пӗрлештермелле, çăнăх хушса çемçе чуста хатӗрлемелле, çу сӗрнӗ формăсем ăшне тӳрех хурса тухмалла. 3-4 сехет ăшă çӗрте лартмалла. Палăртнă вăхăт иртсен хӗрӳ духовкăна (190 градус) лартмалла, кăштахран температурăна чакармалла та хатӗр пуличчен пӗçермелле. Кулич çине глазурь (сивӗ çăмарта шурри çине сахăр пудри тата лимон сӗткенӗ хушса лайăх лăкамалла) сӗрмелле, хăвăр пӗлнӗ пек илемлетмелле. 

4 стакан çăнăх, 3 çăмарта, 50 г çӗпре (е 11 г типӗ çӗпре), 100 г услам çу, 1 стакан сӗт, 1 стакан сахăр песокӗ, кăшт тăвар; глазурь валли 1 çăмарта шурри, 200 г сахăр пудри, 2 чей кашăкӗ лимон сӗткенӗ кирлӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Рецепты