Банка тӗпне специсем хумалла, груша тултармалла. Тин вӗренӗ шыв ямалла та хупкăçпа витсе 20 минут лартмалла.
Унтан банкăри шыва кастрюле ярса илмелле, тăвар тата сахăр песокӗ хушса вӗреме кӗнӗ хыççăн 2 минут вӗретмелле. Уксус хушса пăтраштармалла та маринада плита çинчен илмелле, грушăллă банкăна ямалла, лайăх хупламалла. Сулхăн çӗрте упрамалла.
Кирлӗ: 1 кг груша (хытă йышши сортлă ваккисене суйласан аван), 1 чей кашăкӗ кориандр вăрри, 2-3 гвоздика, 5 пӗрчӗ техӗмлӗ (душистый) пăрăç, 10 пӗрчӗ пăрçа йышши хура пăрăç, 1 лавр çулçи; маринад валли – çур стакан сахăр песокӗ, 1 кашăк тăвар, 1/3 стакан 9% уксус.
Нет комментариев