Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗпелте

Тӗрлӗ тӗслӗ салат, запеканка

Тӗрлӗ тӗслӗ салат хатӗрлеме тата чи тутлă запеканка пӗçерме пирӗн рецептсем пулăшасса шанатпăр.

Пиçнӗ çăмартана шуратмалла та турамалла. Пылак пăрăçа, хăяра, кăлпассие, укроппа симӗс сухана та турамалла. Кукурузăн шывне тăкмалла. Ингредиентсене хутăштармалла, майонез хушса пăтраштармалла.

1 банка консервăланă кукуруза, 1 хӗрлӗ пылак пăрăç, 2-3 хăяр, 3 çăмарта, 200 г кăлпасси е ветчина, симӗс суханпа укроп, кăшт тăвар тата майонез кирлӗ.

ЗАПЕКАНКА

Çăмартана, хăймапа майонеза хутăштармалла. Ытти компонентсене ятарлă форма çине сийӗн-сийӗн вырнаçтармалла:

1-мӗш сий – çаврашкан туранă çӗрулми;

2-мӗш сий – çурма ункăн туранă сухан;

3-мӗш сий – вилкăпа иртсе вӗтетнӗ пулă консерви.

Çиелтенмайонезпа хăйма хутăшӗпе витмелле, теркăпа хырнă сыр сапмалла. Духовкăра хатӗр пуличчен пӗçермелле.

3 çăмарта, 1 банка сайра е горбуша, 3-4 çӗрулми, 1 пуç сухан, 250 мл хăйма, 250 мл майонез кирлӗ. (Т.Маркова сăнӳкерчӗкӗ).


 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Рецепты