Ентеш çыравçăна çӗнӗ кӗнеке тухнă ятпа саламлатпăр!
Нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче пирӗн ентешӗн, Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнче пурăнакан Николай Андреевӑн «Ӗмӗт хыҫҫӑн» ятлӑ кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Кӑларӑма ҫыравҫӑн 2017-2020 ҫулсенче ҫырнӑ калавӗсемпе повеҫӗсем кӗнӗ.
Николай Андреев Тутарстанри чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗ, Петӗр Хусанкай ячӗллӗ литература премийӗн лауреачӗ.
Унăн хайлавӗсене «Сувар» хаçата вулакансем лайăх пӗлеççӗ. Унсăр пуçне Николай «Тӑван Атӑл» журналта, «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» пичетленнӗ. «Шӑрӑх кунсем» пӗрремӗш кӗнеки Чӑваш кӗнеке издательствинче 2017 ҫулта тухнӑ. Вӑл ӗҫ Чӑваш наци библиотеки ирттерекен «Литературӑллӑ Чӑваш ен: чи нумай вуланакан кӗнеке» республика конкурсӗнче 2019 ҫулта ҫӗнтернӗ.
Николай Андреев – Тутарстанри чи çамрăк чăваш çыравçи.
Чăваш кӗнеке издательствин сăнӳкерчӗкӗ
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев