Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Майăн 12-мӗшӗнчен ача сачӗсем ӗçлеме пуçлаççӗ. Тӗрӗс йышăну-ши ку?

Ачасене майăн 12-мӗшӗнчен садике справкăпа йышăнаççӗ. Анчах мӗнле справка вăл? Ăна еплерех майпа илмеллине вуласан шухăша каятăн: справкăна поликлиникăран телефонпа шăнкăравласа илмелле! Врач ачана куçăн курмасăрах ашшӗ-амăшӗн сăмахӗсене тӗпе хурса садике кайма справка парать. Мӗнле япала ку? Коронавируспа чирлекенсен хушшинче симптомсăр чирлекенсем нумаййине шута илсен – хăрушă. Шăпăрлансене кунӗпе маскăпа çӳреттерейместӗн, пӗр-пӗринчен 1 метр çурă дистанци тытас правилăна пăхăнма та ăнлантарса çитерейместӗн пуль. Ача садне çӳрекенсем пӗрле выляма юратаççӗ-çке...

Майăн 12-мӗшӗнче Тутарстанра ача сачӗсем ӗçлеме пуçлаççӗ. Çакăн пирки майăн 8-мӗшӗнче республикăри массăллă хыпар хатӗрӗсем пӗлтерчӗç. Тӗрӗс йышăнăвах-ши ку – иккӗлентерет. Çӗршывра кунсерен вăтамран 10-11 пиншер, республикăра 80-100-шер çын чирленӗ вăхăтра пӗчӗккисене садике яма хăрамалла вӗт. Чир ниçта та çухалман-ха. Шкул ачисемпе студентсем майăн 12-мӗшӗнчен унчченхи пекех дистанциллӗ майпа вӗренеççӗ. Пӗчӗккисем вара? Шăпăрлансене кунӗпе маскăпа çӳреттерейместӗн, пӗр-пӗринчен 1 метр çурă дистанци тытас правилăна пăхăнма та ăнлантарса çитерейместӗн пуль. Ача садне çӳрекенсем пӗрле выляма юратаççӗ-çке...

Юрӗ, ачасене майăн 12-мӗшӗнчен садике справкăпа йышăнаççӗ тейӗпӗр. Анчах мӗнле справка вăл? Ăна еплерех майпа илмеллине вуласан шухăша каятăн: справкăна поликлиникăран телефонпа шăнкăравласа илмелле! Врач ачана куçăн курмасăрах ашшӗ-амăшӗн сăмахӗсене тӗпе хурса садике кайма справка парать. Мӗнле япала ку? Коронавируспа чирлекенсен хушшинче симптомсăр чирлекенсем нумаййине шута илсен – хăрушă.

Ашшӗ-амăшӗсен хушшинче тӗрлӗ шухăшлакан пур. Пӗрисем «ӗçе каймалла, ачана никампа хăварма çук, мӗн чухлӗ килте лармалла тата», теприсем «республикăра 5-10, çӗршывра 200-300 çын кунсерен чирленӗ чух самоизоляцие ячӗç, халь, республикăра 100-шер, çӗршывра 10-11 пиншер çын чирленӗ вăхăтра, садике хăвалаççӗ, ăнланмалла мар» теççӗ.

Ӗçе çӳрекенсене те ăнланмалла. Çапах та кун пек чух ачасен, çывăх çынсен сывлăхне тӗпе хуни тӗрӗсрех-тӗр. Хамăн ача та ача садне çӳрекен. Майăн 12-мӗшӗнчен садиксем ӗçлеме пуçлани пирки пӗлтерсен воспитательсем Ватсапра ыйтăм ирттерчӗç: миçе ача çӳресшӗн ытларикунран? Ушкăнри 30 ачаран 2-шӗ кăна майăн 12-мӗшӗнчен садике çӳреме хатӗр-мӗн. Ман шутпа, ачисене килте хăварса тӗрӗс тăваççӗ. Ыран лару-тăру хăш еннелле улшăнасса пӗлме çук.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: коронавирус