Николай Федоровича саламлатпăр!
Хисеплӗ ентешӗмӗре Николай Федорович Угаслова Чӑваш Республикин Экономика Аслӑ Канашӗн йышне кӗртнӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн 2020 ҫулхи ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнчи 160-мӗш номерлӗ Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш наци конгресӗн президентне, "Тус" акционерла обществӑн генеральнăй директорне, Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутатне, Николай Федорович Угаслова Чӑваш Республикин Экономика Аслӑ Канашӗн йышне кӗртнине хыпарлать Чăваш наци конгресӗн сайчӗ. Ентешӗмӗре эпир те саламлатпăр! Çăмăл мар ӗçре ăнăçу сунатпăр! (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев