Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Паянхи кун тӗлне тата 85 çын коронавируспа чирленӗ

Паянхи кун тӗлне Тутарстанра тата 85 çын коронавируспа чирленӗ, тесе пӗлтерет республикăри коронавирус енӗпе ӗçлекен оперативлă штаб. Çак шутран 4-шӗ – урăх çӗртен ертсе килни, 81-шӗ чирлӗ çынсемпе хутшăнсан ерни. 38 çынна больницăна вырттарнă, 47-шӗ килте сипленет.

Чирлекенсем Хусанта ытларах – 34, ун хыççăн Çырчалли пырать – 25. Аксу, Алексеевски, Элкел, Элмет, Арск, Пăва, Çӗпрел, Ешӗлвар, Менделеевски, Сарман, Тукай районӗсенче – 1-ер, Çӳлту тата Елабуга районӗсенче – 2-шер, Анат Кама районӗнче 11 çын чирленӗ.

Майăн 10-мӗшӗ тӗлне Тутарстанра коронавирус инфекцийӗпе чирлекенсен шучӗ 1671 çынна çитнӗ. 5 çын вилнӗ. 447 çын сывалнă (107-шӗ юлашки талăкра).

Раççейре юлашки талăкра 11012 çын чирленӗ, пурӗ 209688. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: коронавирус