Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вулама мар, çырма та хăрушă

Анчах та çак ӗçсем пирӗнпе юнашар пулса иртеççӗ

МӖНШӖН, АННЕ?
Республикăра пулнă хăрушă преступленисемпе асра юлчӗç юлашки кунсем. Вӗсен «рейтингӗнче» чи пӗрремӗш вырăна Çырчаллинчи 32-ри аннене кӗртмелле. Октябрӗн 6-мӗшӗнче çӗрле кӗвӗçсе упăшкипе харкашнă вăл, лешӗ килтен тухса кайсан çӗçӗ илнӗ те 6-ри тата 2-ри ывăлӗсене темиçе хут кăкăртан чикнӗ, хăйне амантнă. Шел те, сурансене пула кӗçӗн ачи вырăнтах вилсе кайнă, аслине больницăна ăсатса ӗлкӗрнӗ. Унăн пурнăçӗшӗн темиçе кун ӗнтӗ  тухтăрсем кӗрешеççӗ. Хальхи вăхăтра ача Республикăн Ача-пăча клиника больницин реанимацийӗнче. Тухтăрсем пӗлтернӗ тăрăх, вăл мая кайнă, сывлăхӗшӗн хăрушлăх çук.
Хӗрарăм те телее, те хурлăха хăйне вилмелле амантман. Паллă ӗнтӗ, ку хăрушла преступленисемшӗн закон умӗнче явап тытатех. Тӗрмере ларса тухнипех çылăхӗ каçӗ-ши, совеçӗ тасалӗ-ши?

КИНОРИ МАР
Çырчаллинчи Боровец çырми урлă хывнă кӗпер айӗнчи çыран хӗрринче октябрӗн 6-мӗшӗнче çын пуçӗ выртнине асăрханă. Çийӗнчех йӗркеленӗ тӗрӗслев вăл 53-ри çак хула çынниех пулнине кăтартнă. Оперативлă шырав преступление тума пултарнă çынна та тытса чарнă. Вăл хайхи çыннăн пӗлӗшех. Вӗсем сентябрӗн 27-мӗшӗнче çӗрле пӗрле эрех ӗçсе ларнă хушăра харкашса кайнă та хайхине çӗçӗпе чиксе вӗлернӗ. Унтан преступление пытарас шутпа вакласа сумкăна тултарнă, юханшыва кайса пăрахнă. 53-ри арçын хăй айăпӗнчен тунмасть. Ăна тытса чарнă. Вилен ытти пайӗсене тупас шутпа криминалистсем  юханшыв тӗпне тӗрӗслеççӗ.

ПӖР АХАЛЬ
Элмет хулин 2004 тата 2005 çулсенче çуралнă çул çитмен ачисем кăçал июлӗн 3-мӗшӗнче çӗрле урамра ӳсӗрле çӳренӗ чух ача-пăча площадкинче ӳсӗр ларакан 48-ти арçынна тапăннă, пӗр ахаль.  Малтан туртмалли ыйтнă, унтан çӗре ӳкерсе тапа-тапа хӗнеме тытăннă. Хăпарса сикнӗ. Сурансене пула арçын вырăнтах вилсе кайнă. Ку та лăплантарман-ха урса кайнăскерсене, арçынна салтăнтарса хăварнă. Хăйсем вара тарса пытаннă.  
Çак факт енӗпе пуçарнă уголовнăй ӗçе суд нумай пулмасть пăхса тухса 6,5 çул тӗрмене  хупма приговор йышăннă. Çапла тута çинчи анне сӗчӗ типичченех вӗсем хăйсен биографине пăсма ӗлкӗрнӗ. Халех çакăн пек преступлени тума пултарнăскерсем тӗрмерен çын пулсах тухайӗç-ши?

РФ Следстви комитечӗн Тутарстанри
управленийӗн материалӗсем тăрăх
Ирина КУЗЬМИНА хатӗрленӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев