Сентябрӗн 10-мӗшӗнчен пуçласа кашни шăматкун Тутарстанра кӗрхи ял хуçалăх ярмаркисем иртеççӗ.
Кăтартусем тăрăх, паянхи куна иртнӗ сакăр ярмаркăра фермерсем хăйсен продукцине 820,7 миллион тенкӗлӗх сутнă. Ку вăл 10 774,9 тонна-пахча çимӗç, 825,6 тонна аш-какай, 125,4 тонна сӗт тата ытти юр-вар. Ярмарка вырăнӗсене агрохолдинг предприятийӗсемпе фермерсем хăйсен таварӗсене 30 районран илсе килеççӗ.
Аса илтеретпӗр, кӗрхи ярмаркăсем Хусанти 14 вырăнта, Çырчаллипе Ешӗлварти икшер лаптăкра, Анат Камăри виçӗ вырăнта иртеççӗ. Унсăр пуçне вӗсем тӗрлӗрен тăтăшлăхпа 26 райцентрта пулаççӗ. Ял хуçалăх ярмаркисем декабрӗн 24-мӗшӗччен иртӗç.
Нет комментариев