Хусан варринче ноябрӗн 4-мӗшӗнче хӗрес çулӗ иртет
Православи тӗнне ӗненекен христиансем Хусан Турă Амăш Турăшӗн уявне çапларах паллă тăваççӗ
Ирхине 7:00 сехетре Хусан Кремлӗнчи Пăлхавăшни соборӗнче уяв кӗллине вулӗç. Унтан ӗненекенсем собортан тухса хӗрес çулӗпе Кремль тавра çаврăнса Батурин, Карл Маркс, Миславский урамӗсемпе иртсе Богородицки мăнастырӗ патне çитӗç.
Çакна пула, ноябрӗн 4-мӗшӗнче 7:00 сехетрен пуçласа 13:00 сехетчен хӗрес çулӗн маршручӗ иртекен çула машинасем валли хупаççӗ. Ноябрӗн 3-мӗшӗнчи 20:00 сехетрен пуçласа ноябрӗн 4-мӗшӗнчи 13:00 сехетчен Миславский урамӗ транспорт хатӗрӗсен стоянки валли хупă пулать.
Владимир Васильев сăнӳкерчӗкӗ, «Татар-информ»
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев