Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

ПИРӖН «КАМАЗ» ХĂЙĂРТАН ХĂРАМАС!

Эпир те «КАМАЗ-мастер» командăна, уйрăмах хамăрăн йăхташăмăра Дмитрий Никитина черетлӗ çӗнтерӳпе саламлатпăр. Малашне те автоспортра та, кулленхи пурнăçра та пысăк çитӗнӳсем тума сунатпăр!

 

Ӗнер январӗн 6-17-мӗшӗсенче Кăнтăр Америкăри Перура иртнӗ «Дакар – 2019» Халăхсен хушшинчи ралли-рейд вӗçленчӗ. Шанса тăнă пекех, грузовиксен хушшинче кăçал та Раççей спортсменӗсем – Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» команда – çӗнтерчӗç: Эдуард Николаев – 1-мӗш, Дмитрий Сотников – 2-мӗш. Виççӗмӗш вырăна Жерар Де Рой голландец (Ивеко) тивӗçрӗ.

Çапла вара «КАМАЗ-мастер» хăйӗн историйӗнче 16-мӗш хутчен «Дакар» чемпионӗ пулса тăчӗ. Çакă  «КАМАЗ» завод уçăлнăранпа çур ӗмӗр çитнӗ çул уйрăмах паха.

Çӗнтерӳ пирки пӗлсенех ТР Президенчӗ Рустам Минниханов командăна саламласа телеграмма янă. «Сире черетлӗ чаплă çӗнтерӳпе чи престижлă халăхсен хушшинчи раллире çӗнтернӗ ятпа чунтан саламлатăп. «КАМАЗ» çамрăкӗсем хăйсен умӗн ӗçленӗ ăстасен йăлине тивӗçлӗ шайра тытса пыраççӗ. Эпир хамăрăн хăватлă техникăпа, пысăк ăсталăхпа, командăн пӗрлӗхӗпе, ырми-канми ӗçпе çӗнтерме пулнине тепӗр хут пӗтӗм тӗнче умӗнче çирӗплетрӗмӗр. Эдуард Николаевпа Дмитрий Сотников экипажӗсене, пӗрлехи çитӗнӗве тӳпе хывнă кашни çынна тав тăватăп. Чаплă çӗнтерӳпе пуçланнă 2019 çул сире те, республикăна та çӗнӗ çитӗнӳсем парнелетӗрччӗ. Пурне те телей, сывлăх тата ăнăçу сунатăп», – тенӗ унта.

Эпир те «КАМАЗ-мастер» командăна, уйрăмах хамăрăн йăхташăмăра Дмитрий Никитина черетлӗ çӗнтерӳпе саламлатпăр. Малашне те автоспортра та, кулленхи пурнăçра та пысăк çитӗнӳсем тума сунатпăр! (Д.Никитин тата «Камаз-мастер» командăн соцсетьсенчи сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

7

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: дакар