Купăстапа редис салачӗ
Пекин купăстине, редиса тата маринадланă хăяра турамалла. Сухана шуратса ваккăн турамалла та вӗри шывпа пăшăхлантарса илмелле (йӳççи пӗттӗр тесе).
Ингредиентсене пӗрлештермелле. Тип çăва, шӗвӗ пыла тата лимон сӗткенне хутăштармалла та салат çине хушса пăтраштармалла. Туранă ешӗл укроп хушма юрать.
Пекин купăсти, 4-5 редис, 1-2 маринадланă хăяр, пысăках мар хӗрлӗ сухан, ешӗл укроп; заправка валли – 2 кашăк тип çу, 1 чей кашăкӗ шӗвӗ пыл, кăшт лимон сӗткенӗ кирлӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев